Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 17.02.2012 15:12 | 1797 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ялӗнче «Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012» ӑмӑртӑвӑн 30-мӗш чупавӗсем пулса иртрӗҫ. Иртнӗ эрнере ку тӑрӑхра шартлама сивӗсем тӑнӑ пирки ӑмӑртусене тӑватӑ кун сиктерсе ирттерме тиврӗ сӗмӗрлесен. Ку кун ҫанталӑкӗ лӑпкӑ та хӗвеллӗ пулнӑран халӑхӗ те пайтах пуҫтарӑнчӗ Тӑванкасра. Ӑмӑртусене Раҫҫейӗн полиатлон чемпионӗ, пирӗн ентеш Дмитрий Шипеев уҫрӗ.

400 ытла йӗлтӗрҫӗ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра, сӑмахран, тӑрӑхри пуҫлӑхсем тапӑҫнӑ. Ҫаксен йышӑнче район тата ял администрацийӗсен, шкулсен ертӳҫисем пулнӑ. Малти вырӑна Рафинов Л.Г, Александров В.Л, Осипов А.М, Васильева А.С, Пакулаева Е.В. тухнӑ.

Унтан «старта» Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чи хӑвӑрт чупакан йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. Ку ушкӑнра Тарлыков Александр, Петров Владимир, Ануфриев Лев, Кулькова Елена тата Концова Надежда ҫӗнтерчӗҫ. Юлашки самай йышлӑ ушкӑнра 200 ҫынран кая мар чупрӗҫ. Самай ҫамракки, Улисов Алексей — 4 ҫулта, чи ваттисем Тимофеев Иванпа (73-ре) Петрова Фрида (70-ре).

«Ҫӗмӗрле йӗлтӗрӗ — 2012» тата икӗ ӑмӑртупа вӗҫленчӗ: йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ял тата шкул ушкӑнӗсем тӑчӗҫ. Ял ушкӑнӗсен ӑмӑртӑвӗнче Турхан, Якуртушкӑнь тата Ҫӗмӗрлӗ ялӗсем мала тухрӗҫ, шкул ушкӑнӗсенче вара Якуртушкӑнь, Юманай тата Ҫӗмӗрлесем ҫӗнтерчӗҫ.

Ҫак савӑнӑҫлӑ ӑмӑртусем 3 сехете яхӑн тасӑлнӑ, анчах пӗр ҫын та кунта хутшӑннишӗн иккӗленмен те пӑшӑрханман та. Ҫакӑн евӗр кун ҫын ӗмӗрне ҫур сул таран тӑсать теҫҫӗ пирӗн ватӑсем!

#йӗлтӗр чупӑвӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Якуртушкӑнь, #Турхан, #Ҫӗмӗрле, #Юманай, #спорт, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем