Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Сергей Шелтуков министрпа ыран сывпуллашӗҫ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Софья Савнеш 12.09.2018 21:04 | 196 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлни пирки паян хыпарланӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат министрпа ӑҫта тата хӑҫан сывпуллашни пирки пӗлтернӗ.

Сергей Шелтуковпа ыран, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти маунтинбайк аталанӑвӗн центрӗнче (Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗ) сывпуллашӗҫ. Вӑл Мускав проспектӗнчи 38-мӗш «В» ҫуртра вырнаҫнӑ. Траур митингӗ 11 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш Ен влаҫӗн органӗсен порталӗнче хурланса ҫырнисене вырнаҫтарнӑ. Некролог айӗнче республика ертӳлӗхӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсен, Шупашкар тата ведомство пуҫлӑхӗсен ячӗсем пур. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Федераци Канашӗн вице-спикерӗн Николай Федоровӑн тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн ячӗсем вара ҫук.

#пӑтӑрмахсем, #тӳре-шара, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сергей Вязовские айӑпласа амнистиленӗ
2018, 05, 18
Наташа Королева концерчӗшӗн яваплине тупнӑ
2018, 05, 24
Депутата ҫынна вӗлерме саккас панӑшӑн тытса чарнӑ
2018, 06, 07
Алексей Ладыков диссертацие камран ҫырса илнӗ?
2018, 06, 21
Кивӗ ноутбука хапсӑнса айӑпланнӑ
2018, 08, 20

Комментари:

Михаил ВолковСун // 2340.22.7216
2018-09-12 22:11
Сванеш, юлашки ҫула ӑсатаҫҫӗ, сывлӑх сунмаҫҫӗ вилӗ ҫынна. Кун пек ан тиражлӑр Демьянӑн йӑнӑш аншлагне. Вӑл ӳпне ҫаврӑнӗ.ПРОЩАТЬ каҫарма!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org