Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрҫырланта «Сӑр ен» халӑх фольклор ансамбльне чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
lilicem 12.02.2012 12:59 | 2257 хут пӑхнӑ
«Сӑр ен» ушкӑн
«Сӑр ен» ушкӑн

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ.

Ансамбль 25 ҫул хушши халӑха чӑваш юррисемпе савӑнтарни ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. 25 ҫул ансамбле Ю.Т. Еремкина ертсе пырать. Юлия Тихоновна юрӑра хӑйне тупнӑ, ыттисене те ҫапла пулма вӗрентсе пырать.

Ялти артистсем концертсемпе Пӗрҫырлан, Чурпай, Орапакасси, Палтай, Сарьял, Нагорнӑй, Куславкка, Кӗҫӗн Йӗкӗтпе Мӑн Йӗкӗт, Мӑн Шемертен, Мӑн Сӗнтӗр тата ытти ялсенче, Етӗрнере, Элӗкпе Муркаш районӗсене, Шупашкарта пулнӑ. Чулхулари чӑвашсен акатуйне 3 хут ҫитсе килнӗ, Тутар республикинчи Нурлатра иртекен чӑвашсен уявне хутшӑннӑ. Коми республикинче пурӑнакан ентешсене те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма тӳр килнӗ вӗсен. Тулай чӑвашӗсем вара Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи юрӑсене итлесе йӑла-йӗркепе паллашнӑ май «Сӑр ен» артисчӗсемпе пӗрле сӑн ӳкерттерме кӑмӑллаҫҫӗ, тенкӗсене, сарӑ, пиҫиххи тӑрри, енчӗк, хырмӑлли тата ытти чӑваш тумне тытса пӑхма юратаҫҫӗ. Раиса Федоровна Анюхина, Елизавета Дмитриевнӑпа Алексей Леонидович Козловсем ансамбль йӗркеленнӗренпех Ю.Т. Еремкинапа пӗрле ҫак тӑрӑхри чӑваш юррисене шӑрантараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗрте пулаҫҫӗ.

2007 ҫулта халӑх коллективӗ ята тивӗҫет «Сӑр ен». Ансамблӗн халь хӑйӗн гимнӗ те пур. И.П.Ефимов сӑввипе Н.И.Александров кӗвӗленӗ юрӑ вӑл. «Сӗм вӑрманта, ай, тил чупать», «Олӑх утти, ай, ука мар», «Ҫил армань ҫунатти», «Сиксе вӗрет сӑмавар», «Эй, савнӑ тусӑм, ӑҫта каян» тата ытти юрӑсене ҫамрӑклатаҫҫӗ сӑренсем. Н.И.Александров, И.В.Любимов композиторсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ.

Пӗрҫырлан ял администрацинче ӗҫлекенсем, И.В.Федоров, З.А.Семенова, Т.Е.Дергачева культура ӗҫченӗсем, районти культура пайӗн тӗп специалисчӗ Н.А.Долгова, Палтайри чиркӳре ӗҫлекен Владимир атте фольклор ушкӑнӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑ та ансамбле нумай вӑхӑт хушши ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыма пулӑшать.

25 ҫул хушшинче мӗн чухлӗ юрра тепӗр хут чӗртсе тӑратнӑ-ши ҫак ансамбль? Шутласа та пӗтереймӗн. Тата ҫавӑн чухлӗ юрра халӑх умне кӑлармалла пултӑр сирӗн, — ҫапла сӗнчӗҫ коллектива юбилей каҫӗнче. Мӗнех, аван сӗнӳ. Ансамбле ҫамрӑксем хутшӑнса пынине шута илсен вӑл пурнӑҫланмаллах.

#Орапакасси, #Чурпай, #Элӗк районӗ, #Шупашкар, #Муркаш районӗ, #Пӗрҫырлан, #Етӗрне районӗ, #Палтай, #Сарьял, #Мӑн Сӗнтӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем