Улатӑр хули кӑҫал 460 ҫул тултарать. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма палӑртса «Почта России» (чӑв. «Раҫҫей почти») ФПУП хула ҫинчен ятарласа ҫыру конверчӗсемпе ӳкерчӗксем кӑларасшӑн тет.
Ӳкерчӗксем ҫинче Улатӑр хулин 90 паллӑ вырӑнӗсене кӑтартма палӑртнӑ. Шучӗ алӑ пине яхӑн пулмалла теҫҫӗ. Халӗ хулара ҫак ӗҫсене ятарласа хатӗрлекен ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ ӑнасса, Чӑваш Енре ҫакӑн пек паллӑ хула пурри ҫинчен мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ пӗлессе шанаҫҫӗ.