Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗрти суйлав хӑми Авӑнан 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗрлехи суйлав кунӗ иртмелле. Ҫав шутра Чӗмпӗр хулин Думине те депутатсене суйламалла. 15-мӗш Сӗвехыҫри пӗр мандатлӑ суйлав округӗнчи кандидатсен йышӗнче Олег Мустаев чӑваш пур. Кандидатсен йышӗ пурӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать. Олег Мустаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне ЛДПР Алексей Цибаркова, РФКП Яков Панкова, Раҫҫей коммунисчӗсем коммунистла партийӗ Олег Новгородский кандидатурӑсене суйлава кӑларнӑ. Тӑватӑ ҫынран хӑшне суйласси чӗмпӗрсенчен килет. Аса илтеретпӗр, Олег Мустаев Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Пӗтӗм халӑх фрончӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Арӑмӗ, Елена Мустаева, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн редакторӗ. | ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |