Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Солнце на спицах» (чӑв. Йӗп ҫинчи хӗвел) велочупу иртӗ. Вӑл 11 сехетре унти «Химик» культура керменӗ патӗнчи лапамра пуҫланмалла. Старта тухнӑ республикӑри велочупуҫӑсем кайран Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫул тытӗҫ. Унта вӗсем Андриян Николаев летчик-космонавтӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ митинга хутшӑнӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн унти вил тӑпри ҫине чечек хурӗҫ, унти часавая кӗрсе тухӗҫ. Велочупуҫӑсене «Здравствуй, Индия» тата ытти фильма (космоса улӑхнӑ паттӑрсемпе паллаштаракан ӗҫсене) кӑтартӗҫ. Кӑҫалхи, вун пиллӗкмӗш, велочупӑва Андриян Николаев Индире пулнӑранпа 55 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Унта вӑл Валентина Терешковӑпа тата Валерий Быковский мӑшӑрӗпе Индира Ганди йыхравланипе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |