Ӗнер Чӑваш Енри 31 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ. Вӗсем тӗрлӗ сферӑра: медицинӑра, культурӑра, строительствӑра, промышленноҫра, сывлӑх сыхлавӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра, экологи тытӑмӗнче — ӗҫлеҫҫӗ.
Сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансенчен Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Игорь Журавлев врача, ав, Раҫҫейӗн Президенчӗ Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Журавлев тухтӑр анестезиологин хальхи вӑхӑтри меслечӗсемпе ӗҫре усӑ курма тытӑннӑ.
Шупашкарти электромеханика савучӗн электромонтажник-схемщикӗ Ираида Иванова та РФ Президенчӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Вӑл ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларнӑ. Савут РФ Хӳтӗлев министерствин саккасӗсене йышӑнать.
Вӗсене тата ытти маттура республикӑн Правительствин ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер чысланӑ.