Шупашкар районӗнче кӑҫал пысӑк теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Вӑл хальхи вӑхӑтри технологисене тӗпе хурса хӑпартнӑскер пулӗ. Ӑна пиллӗкмӗш ӑрури тесе калаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Тутаркасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ҫӗкленекен комплексри пахча ҫимӗҫе автомат тытӑм шӑварса тӑрӗ, вӑл е ку пахалӑхлӑ апатпа та ӑслӑ техника тивӗҫтерӗ, ҫутӑпа ӑшша та компьютер йӗркелесе тӑрӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, комплекса икӗ ӑстрӑмпа хӑпартӗҫ. Теплицӑн икӗ блокне, калча уйрӑмне, вӗсене тытса тӑракан блоксене кӑҫалах ӗҫлеттерме пуҫласа Ҫӗнӗ ҫулччен унта продукци туса илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Теплицӑна «Ренова» компани (хуҫи Виктор Вексельберг) укҫипе хӑпартаҫҫӗ. Строительство епле пынипе ӗнер Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ.
Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханнине, ял ҫыннисем ҫак ыйтупа район прокурорӗ патне ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ.