Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗлпулу–хӑтлав

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 07.02.2012 14:24 | 1569 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗнче Галина Зотова ҫырнӑ «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.

Пухӑннисем автор кун-ҫулне сӑнлакан презентаципе паллашрӗҫ. Галина Зотова шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, пушӑ вӑхӑтра халап-юмах хайлать, шкул ачисене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарать. Вӑл 2008-мӗш ҫултанпа писательсен Союзӗн пайташӗ, нумаях пулмасть ӑна республикӑри чӑваш халӑх ӑсчахӗсем хӑйсен ретне йышӑннӑ. Галина Зотова — «Хатӗр пул» журналӑн 2006 ҫулхи Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Кӗнеке авторӗ ун пирки каласа пачӗ: «Штанаш салин кун-ҫулӗ питех те интереслӗ, кӗнекере ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 8 ӑсчах, вун-вун ҫар ҫыннин пултарулӑхӗ, орден-медаль илме тивӗҫ пулнӑ 180 ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ял, шкул, колхоз, пульница, чиркӳ историйӗсемпе, ку тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех вулавӑшҫӑсене Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (2011) кӗнекесем пирки те сӑмах хушрӗ, чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ, вулавӑша асӑнмалӑх икӗ кӗнекине те парнелерӗ. Галина Зотова Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Сарӑту облаҫӗнче пурӑнакан Яков Артемьевич Угольников тата Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗпленнӗ Кондратьев Геннадий Иванович таврапӗлӳҫӗсем пирки те асӑнса хӑварчӗ, вӗсен кӗнекисемпе паллаштарчӗ.

Тӗлпулу усӑллӑ иртрӗ, пурне те килӗшрӗ.

#Штанаш ял тӑрӑхӗ, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #вулавӑшсем, #хӑтлавсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем