Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Фестивале хутшӑнса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 03.02.2012 08:21 | 2241 хут пӑхнӑ

Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ҫак тӑрӑхра фестиваль иртет.

«Мой край родной — мое ты вдохновенье» (чӑв. Тӑван енӗм — эсӗ манӑн хавхаланӑм) фестивале хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи «Салам» ансамбль районти Мучар ял тӑрӑхӗн культура ҫуртӗнче пысӑк концерт кӑтартнӑ.

Программӑна «Салам» ансамбль уҫнӑ, курма пухӑннисене Елена Шарова, Алина Фёдорова, Надежда Мурзина, Ирина Семёнова шӑрантарнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑ кӑмӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ирина Семенова, Екатерина Артемьевна Семёнова, Александр Витальевич Шаров баянҫӑ, Александр Владимиров, Николай Петров куракансене хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Концерта Кӑкшӑм шкулӗн «Звездочка» (чӑв. «Ҫӑлтӑрчӑк») ансамблӗ хутшӑнса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Залри халӑх уйрӑмах Алены Яковлева чикан ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.

Уйкас ялӗнчи клуб-вулавӑш ӗҫченӗсем те яланах концертсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку хутӗнче те ҫурт заведующийӗ Сандыркина Рената Порфирьевна тата Шарова Венера явӑҫмасӑр юлмарӗҫ, куракансен кӑмӑлне чӗрене хускатакан юрӑсемпе ҫӗклерӗҫ.

Ҫакӑн пек хаваслӑ уяв иртнӗшӗн Мучар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ К.В. Григорьев хӑнасене тав турӗ. Кӑкшӑмсем кивҫен юлмарӗҫ, Мучарсене хӑнана чӗнчӗҫ.

#Мучар ял тӑрӑхӗ, #Етӗрне районӗ, #Мучар, #Анат Мучар, #Уйкас, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем