Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче водолазсем Атӑл тӗпӗнчен раритетлӑ якорь туртса кӑларнӑ. Вӗсем «Георгий Седов» путнӑ теплоходӑн якорьне алӑпа шыраса тупнӑ, мӗншӗн тесен йӑлтах лачака ӑшӗнче пулнӑ. Ӑна Комсомольски районне палӑк евӗр лартма парӗҫ. Якоре 80 ҫул каялла туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа ӑна халӗ ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑка Каҫал тӑрӑхӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнчи шкулпа ҫумӑн лартӗҫ. Василий Разумов вице-адмирал ҫав тӑрӑхран пулнӑ. Сӑмах май, теплохода 1933 ҫулта туса кӑларнӑ, 2001 ҫалта вӑл шыв айне кайнӑ. Водолаз унӑн сӑнчӑрне ҫур сехет каснӑ, унтан ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |