Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юбиляр ячӗпе — йӗлтӗр чупӑвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 27.01.2012 20:55 | 1597 хут пӑхнӑ

Кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче Хырхӗрри тӗп шкулӗнче нумай ҫул хушши физкультура вӗрентекенӗ пулса вӑй хуракан Николай Никандрович Ятманов хӑйӗн паллӑ юбилейне — 60 ҫула ҫитнине паллӑ турӗ. Ҫак кунсем каникулпа пӗр килнӗ пулин те, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те, пӗлӗш-тӑвансем те юбиляра чысласа ӑшӑ сӑмахсем куҫҫӑн курӑнса та, телефонпа шӑнкӑравласа та каларӗҫ. Каникул пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлӑ утренник ирттерчӗҫ. Кашни класра вӗренекен ачасем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ, шкул тата район ертӳҫисемпе профсоюз организацийӗ Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Паллӑ уяв ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмерӗ. Уйӑх вӗҫӗнчи пӗр канмалли кун Николай Никандрович хӑйӗн ячӗллӗ йӗлтӗр чупӑвӗ ирттерчӗ. Ҫак чупӑва районти шкулсенче вӗренекенсем, предприятисемпе организацисем, ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Тӗп хуламӑрти «Водоканал» предприяти те хӑйӗн спортсменӗсен ушкӑнне тӑратнӑ. Ытти ҫулсенче шкултан вӗренсе тухса кайнӑ ачасем те, инҫе ҫула пӑхмасӑрах, чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, нумай ҫул хушши вырӑнти «Восток» колхоз ертӳҫи пулса ӗҫленӗ К.С.Мифтахутдинов (вӑлах ӑмӑрту спонсорӗ), Комсомольски районӗнчи Пенси фончӗн управляющийӗ С.В.Горбунов, Комсомольски РОО ертӳҫин ҫумӗ А.А.Яковлев, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗ А.Н.Воробьев, Хырхӗрри тӗп шкул директорӗ Ю.П.Алексеев сӑмах тухса каларӗҫ. «Хырхӗрри ИКЦ» ӗҫченӗсемпе ӳнер пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Ун хыҫҫӑн спортсменсемпе пуҫтарӑннӑ хӑнасем, ял-йышсем Кӗтне хӗрринчи хырлӑх вӑрманӗнчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫул тытрӗҫ. Чӑн малтан хӗрачасем харпӑр хӑйшӗн чупассипе тупӑшрӗҫ. Кунта Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен С.Кузнецовӑпа Н.Исаева пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ. Арҫынсен чупӑвӗ 5х3 ҫх эстафета евӗр пулчӗ. Николай Никандрович ытти ушӑнсенчи пилӗкшер арҫынпа эстафетӑн пилӗк этапне те хӑй пӗччен чупса ӑмӑртрӗ. Кӑткӑс тупӑшу Шупашкарти «Водоканал» предприятин ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленчӗ. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса иккӗмӗш вырӑна вунпилӗк километрне те чупса Н.Н.Ятманов тухма пултарчӗ-пултарчех. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи Васильевсен ҫемьи тухрӗ. Вӑтам шкулсен ушкӑнсем хушшинче нӗркеҫсем мала тухрӗҫ, тӗп шкулсем хушшинче юбиляр ятне ҫӳле ҫӗклесе хырхӗррисем пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмерӗҫ! Ҫӗнтерӳҫӗсемпе мала тухнисене медальсемпе чысларӗҫ. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑма сивӗ ҫанталӑк пӗрре те сивӗтеймерӗ!

#эстафета, #Хырхӗрри, #юбилейсем, #спорт, #йӗлтӗр чупӑвӗ, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗнӗ Кипеҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем