Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Никифор Мраньккан палӑкне ҫӗнетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.06.2018 15:43 | 1446 хут пӑхнӑ
Культура

Куславккара чӑваш драматургне, прозаикне Никифор Мраньккана халалланӑ палӑк лартнӑ. Чӑннипе, палӑка 1977 ҫултах вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл 40 ҫулта кивелнӗ.

Ҫак кунсенче палӑка ҫӗнетсе ҫӗнӗрен уҫнӑ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман унӑн. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускава киносценаристсен курсне кайнӑ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫатра редакторта. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Димобилизациленсен «Ӗмӗр сакки сарлака» роман ҫырма пуҫланӑ. Унпа вӑл темиҫе ҫул ӗҫленӗ.

Ҫыравҫӑн палӑкне ҫӗнетес шухӑш Пушкӑртсан чӑвашӗсен ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсем Никифор Мраньккан вилтӑпри ҫинче пулса курнӑ, ҫавӑн чухне ҫӗнӗ палӑк лартмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫне ҫийӗнчех тунӑ – укҫа пухнӑ.

#культура, #Куславкка, #ҫыравҫӑсем, #палӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19758
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3574.92.6325
2018.06.30 19:44
Agabazar
Ай-вай-вай, икĕ кк лартма тавçăрса илнĕ кунта
Канаш ачи // 7208.0.4008
2018.07.02 08:27
Романне "димобилизацилесен" мар,тӗрмере ҫырма пуҫланӑ, ма ҫав териех суймалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем