Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра ачалӑх тапхӑрне тӑсма пултарӗҫ. Халӗ ку вӑхӑт 21 ҫулччен шутланать, малашне ҫак вӑхӑта 30-а ҫитересси пирки сӑмах тухнӑ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен хыпарӗсем) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас юхӑм тӗнчипех сисӗнет. Сӑмах май, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗнче ачалӑх вӑхӑчӗ пирӗн патра 14-ччен пулнӑ, 60-мӗш ҫулсенче — 16-ччен, халӗ — 21-ччен. Ӳлӗмрен ҫак вӑхӑта 25—30 ҫулпа танлаштарас сӑмах-юмах пур.
«Ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмлӑнтӑр тесен вӗсен сывлӑхӗшӗн ҫуралсанах тӑрӑшма тытӑнмаллӑ», — тенӗ Вероника Скворцова министр.