Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушӑӑртстанри Ӗпхӳ хулинче И.С. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче VIII «Салам — 2018» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртет. Ӑна Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ӗпхӳ хула округӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркеленӗ. Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале вокал, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсемпе уйрӑм ӑстасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен 14 ҫултан аслӑрах пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем мероприятин тӗп тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш халӑх культурипе кӑсӑклантарасси, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр йӑла-йӗркесем ҫине таянса воспитани парасси, ҫӗнӗ талантсем тупса палӑртасси, ҫамрӑксене спортпа интереслентересси тесе пӗлтереҫҫӗ. Фестиваль-конкурс ҫак номинацисемпе иртӗ: чӑваш юррине ушкӑнпа шӑрантарасси; чӑваш юррине пӗччен юрласси; ушкӑнпа ташӑ ташласси; пӗччен ташӑ ташласси; халӑх инструменчӗсемпе вылясси; волейбол выляс енӗпе ӑмӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |