Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш Енри хӗре ылтӑн корона лекнӗ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 15.04.2018 17:50 | 370 хут пӑхнӑ
Культура
Юлия Полячихина
Юлия Полячихина

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/18704.html|пӗлтернӗччӗ__. Ӗнер иртнӗ конкурса Чӑваш Енри тепӗр пике те, 21 ҫулти Анна Швецова та, сӑмах май, хутшӑннӑ.

«Раҫҫей пики — 2018» ята Юлия Полячихина тивӗҫнӗ. Ӑна бриллиантпа, рубинпа тата сапфирпа капӑрлатнӑ, шурӑ ылтӑнтан хатӗрленӗ корона тӑхӑнтартнӑ. 3 миллион тенкӗ укҫапа тата автомобильпе хавхалантарнӑ.

Пике шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Бадминтонла вылять тата фитнес-аэробикӑна ҫӳрет. Журналиста вӗренекен хӗрӗн юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона» хайлавӗ.

#культура, #конкурс, #ЧПУ, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

ЧПУра студентсен хорӗ валли кастинг иртет
2017, 03, 22
Инди ҫамрӑкӗсем чӑваш хӗрарӑмӗсенчен тӗлӗннӗ
2017, 10, 16
Шупашкарта парафестиваль иртӗ
2018, 03, 08
Тутарстанра чӑваш пикисенчен чи хитрине палӑртнӑ
2018, 03, 13
Пулас журналист «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнӗ
2018, 04, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org