Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чӑрӑшсене сыхлассине вӑйлатнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем йӗрке хуралӗсемпе пӗрле лӑсӑллӑ вӑрмансене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче ятарлӑ постсем йӗркеленӗ. Республикӑра вӗсем 41. Унта чӑрӑш турттаракан машинӑсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ирӗк илмесӗр йывӑҫсене касакансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек пӗр тӗслӗх пулнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗн ҫумӗ Анатолий Яковлев каласа панӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне 10 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр тунӑ. Ун пирки халӗ пуҫилле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнманнисене административлӑ майпа та айӑплаҫҫӗ. Пӗр чӑрӑшшан 3-3,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, организацисен вара 50-100 пин тенкӗ кӑларса хума тивет. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши хакла ан лартӑр тесен уяв йывӑҫҫисене сутӑн илнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Чӑрӑшсене вӑрман хуҫӑлӑхӗсенче, пасарсенче тата ятарлӑ вырӑнсенче туянма пулать.