Питӗрте метро пурри пирки пӗтӗм халӑх пӗлет ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри унта ярӑнса та курнӑ. Ҫак хулари транспорт ҫыхӑнӑвӗ тарӑн вырнаҫни пирки те чылайӑшӗ илтнӗ-илтнех. Паян вара, раштавӑн 28-мӗшӗнче, 14 ҫул хушши тӑрмашса ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ станцие хута янӑ — «Адмиралтейски» ятлине.
Тӗнче шайӗнче вара чи тарӑн вырнаҫнӑ станци пирки ыйту тавлашуллӑ. Питӗрти станцие уҫиччен ку вырӑна Кейӳ хулинчи «Арсенальнӑй» станци йышӑнатчӗ (102 м.). Питӗрти ҫӗнӗ станцийӗн тарӑнӑшӗ пирки вара тӗрлӗрен пӗлтереҫҫӗ — 102, 105, 120 м. Хӑшӗ вӗсенчен тӗрӗс — пӗлсе ҫитерейрес ҫук. Ҫапах та пӗр иккеленмесӗр калама пулать — Раҫҫейре вӑл чи тарӑнни.
«Адмиралтейски» станцие 1997 ҫулта тума пуҫланӑ. 2005 ҫултанпа ӑна хатӗрлесе ҫитерсе хута ярас тӗлӗшпе ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ ҫӗр ҫийӗнчи вестибюле ӑҫта вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. 2006 ҫулта ҫеҫ влаҫрисем татӑклӑн йышӑну тума вӑй ҫитернӗ. Ҫапла май вара 2007 ҫултанпа ӗҫ майӗпен малалла шума тытӑннӑ. Уҫасса та кӑҫал ӑна раштавӑн 25-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ пулнӑ, анчах та пур ӗҫсене те туса ҫитерейменнине пула малтан 27-мӗшне куҫарнӑ, каярах вара — паянхи куна.
Мӗнех, Питӗрти халӑха ҫак самант ҫитнӗ ятпа саламаламалли ҫеҫ юлать.