Халӑх тула тухмалли вырӑнтан Лондонра хӑтлӑ хваттер хатӗрленӗ. Кун пирки нумай пулмасть Чӗрӗ журналти пӗр блогер пӗлтернӗ. Лора Джейн Кларк архитектор ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑ ишӗлчӗк туалета туяннӑ та ӑна хӑт кӗртнӗ — унччен сӑнсӑр пулнӑскер халь ӑмсанмалла хитре.
Хваттерте ҫывӑрмалли пӳлӗм те хӑнасене йышӑнмалли те илемлӗ. Ваннӑй та пур. Ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑран чӳречисем мачча тӑрринче.
Livejournal сайтҫисем ку хваттере кӑмӑлпах йышӑнман — тула каймалли вырӑнта пурӑнма килӗшмен пулӑттӑм тесе пӗлтернӗ. Сӑмах май, чӑвашсен ӗненӗвӗпе те туалет пулнӑ вырӑнта ҫурт лартма юраман. Теприсен шухӑшӗпе архитектор хӑй кунта пурӑнмӗ, вӑл ӑна сутса ярӗ, ҫапла май укҫа тӑвӗ. Туалетран хваттер тума хистенӗ сӑлтавсенчен пӗри Лондонра ҫурт-йӗр хакӗ пысӑк пулни пирки ӑнлантарма тӑрӑшакан та тупӑннӑ.
Хваттерӗн малтанхи сӑнӗсемпе тата хальхисемпе кунта паллашма пулать.