Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫей ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.12.2011 17:20 | 3945 хут пӑхнӑ

«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.

Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.

Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ). Йышпа пирӗн хыҫҫӑнах пыракан чеченсен йышӗ вара ӳснӗ — 1,36 миллионран 1,43 миллионччен. Ҫавӑн пекех йышне ӳстернӗ — аварсем, эрменсем, якутсем. «Сувар» ятпа ҫырӑннисен йышне кӑтартман вара.

Чакнӑ йыша пӑхсан тутарсем те 240 пин ҫухатнӑ. Пушкӑртсем — 90 пин, мӑкшӑсемпе ирҫессем — 100 пин, ҫармӑссем (хӑшӗ-пӗри хӑйсене туҫи ҫармӑс тата улӑх ҫармӑссем тесе палӑртнӑ) — 50 пин, удмуртсем — 90 пин.

Чӑвашсен ҫуррине яхӑн хулара (704 224) пурӑнать, теприсем вара — ялта (731 648).

Чӑваш Республикине илес пулсан кунта 1 251 599 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 736 пин хӑйсене хула ҫынни шутне кӗртет, 516 пин — ял ҫынни шутне. Шупашкарта пурӗ 464 133 ҫын пурӑнать. Ытти хуласенче: Улатӑрта — 38 202, Канашра — 45 608, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 124 408, Ҫӗмӗрлере — 31 724, Куславккара — 10 335, Сӗнтӗрвӑрринче — 9 089, Ҫӗрпӳре — 13 478, Етӗрнере — 9 614. Халӑх йышлӑ пурӑнакан районсем: Шупашкар районӗ — 62 920, Канаш районӗ — 39 729, Патӑрьел районӗ — 38 618, Ҫӗрпӳ районӗ — 36 773, Вӑрнар районӗ — 35 848, Муркаш районӗ — 34 885.

#ҫырав, #Раҫҫейре, #Чӑваш Ен, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Канаш, #Ҫӗмӗрле, #Куславкка, #Етӗрне, #Муркаш районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Канаш районӗ, #Ҫӗрпӳ, #Ҫерпӳ районӗ, #Вӑрнар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/12/16/people/
 

Комментари:

Тимер // 5574.4.5423
2011.12.17 17:24
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх Шупашкарта кăна çĕр çынна яхăн хăйсене сувар тесе çыртарнă.Ун пек çыртаракансем тата пулнă Тутарстанра тата Чĕмпĕрте.Каярахпа пĕлĕпĕр миçе сувар пулнине.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем