Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Тинех пулчӗ! «Пятерочка» лавкка чӑвашланчӗ. Ку куҫарусене гуманитари институтӗнче ҫулталӑк каяллах хатӗрлесе панӑччӗ. Вӑхӑт иртсе пынӑ май (саккаслаканӗ — ҫав лавккасем валли пӳлӗмсене хатӗрлекен организаци) сайт ятӗнчен ҫыру та ҫырасшӑнччӗ — вӗсене хатӗрлесе панӑ куҫарусемпе хӑҫан усӑ курӗҫ-ши тесе ыйтасшӑнччӗ. Куҫарусемпе районта уҫакан лавккасенче кӑна усӑ курасси те шиклентеретчӗ. Ак халӗ вара, ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла куҫарусем тинех пурнӑҫа кӗнӗ иккен. Савӑнмалла кӑна. «Пятерочка» хуҫисене ырӑ сӑмахпа асӑнмалла, мухтамалла. Кам та пулин ҫак ӗҫе тӑваех пуль тетӗп. Унсӑрӑн хамӑра хисеплеме те кирлӗ мар. Халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнсем ҫине «Пӑтӑ, кумаляк» ҫырни лекнӗ. Шӑп ҫак сӑн самай калаҫу пуҫарчӗ те. Пурне те «кумаляк» сӑмах мӗне пӗлтерни кӑсӑклантара пуҫларӗ. «Кумаляк» маншӑн тутарла пек илтӗнет», — текенни те тупӑнчӗ. Ку сӑмах чылайӑшне интереслентерсе янӑран ун пирки пӗчӗк тӗпчев ирттерес терӗм. «Хлопья» тенӗ чухне, паллах, сӑмах «овсяные хлопья» пирки пырать. Ун куҫарӑвӗ М.И.Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарта та пур: «сӗлӗ ирӗшӗ». Анчах «сӗлӗ ирӗшӗ» вӑл ҫимелли япала мар, ҫӳп-ҫап, авӑртнӑ чухне ҫилпе вӗҫсе каяканскер. «Ирӗш» сӑмахӗ хӑй вара «ир» ӗҫхӗлтен пулнӑ. Вӑл «нимӗр ту, тӳ, тапта, лапчӑт, вӗтет» синонимсемпе пӗр килет. «Ирӗш» сӑмахӑн синонимӗсем — «сӑсӑл», «хывӑх», «арпа». Анчах тепӗр хут асӑрхаттарар: ку япала вӑл ҫӳп-ҫап шутланать; «отруби»-пе пӗр тан. Хаҫат-журналсенче те ку сӑмахпа выльӑха тӑрантарни пирки ҫырнӑ чухне кӑна усӑ курнӑ. «Хлопья» сӑмах валли тепӗр сӑмах пур — «хӑрпӑк». «Куҫ хӑрпӑкӗ», «юр хӑрпӑкӗ»… Анчах куҫарнӑ чухне унпа усӑ курма май килмен. Сӑлтавӗсем: илемсӗр илтӗнни, хайхи апат-ҫимӗҫпе пӗр килменни, «шӑрпӑкпа» та пӑтраштарма май пурри. Сӑмах май, «хлопья» сӑмаха куҫарнӑ чухне чылай хаҫат-журнал «хӑрпӑк»-па усӑ курать. Тӗслӗхсене илсе кӑтартмӑпӑр, Google шыравҫӑран ыйтсан вӑл сире пӗтӗмпех тупса парӗ. Куҫару ӗҫӗнче хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пур. Вырӑсларан чӑвашла тӑлмачланӑ чухне куҫаруҫӑн япалана тӑван чӗлхепе сӑнласа пама тӑрӑшмалла. Вырӑс куҫӗпе мар, тӑван халӑхӗннипе пӑхмалла. «Ирӗш» сӑмах пур-ха, анчах ӑна выльӑха параҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккара усӑ курма майсӑр. «Хӑрпӑк»-ӑн ҫитменлӗхӗсене маларах асӑннӑччӗ. Ҫапла май вара юрӑхлӑрах сӑмах кирли пулса тухать. Нейтраллӑскер. Куҫаруҫӑ вара унашкал сӑмах шутӗнче «кумаляк» тупнӑ. Мӗн-ха вӑл «кумаляк»? Паллах, нимӗнле тутар сӑмахӗ те мар вӑл. Хамӑр чӗлхере усӑ курӑнать пулсан — вӑл чӑваш сӑмахех. Ашмаринӑн сӑмах пуххинче те пур. «Кумаляк», «комаляк», «кумолек», «кумаля», «комалюк» варианчӗсене илсе панӑ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Авалхи пӗлтерӗшӗ — пӑтӑ пӗҫернӗ чухне пулакан чӑмаккасем, кумккасем. Леш, хайхи, ирӗлсе пӗтеймен, чӑмарккаланнӑ пӑтӑ пайӗсем. Ҫиелтен пӑхсан «комок» сӑмахран пулнӑ пек туйӑнать, анчах темле иккеленӳллӗ. Тӗслӗхсене Чӑвашри тӗрлӗ тӑрӑхра ҫырса илнине кура пушшех те иккеленӳллӗ. Егоровӑн этимологи сӑмахсарне уҫса пӑхсан вара вӑл чӑн-чӑн чӑваш сӑмахӗ пулнине куратпӑр:
Пирӗн чӗлхере тухса ӳкнӗ сӑмахсем туллиех. Вӗсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парсан пирӗн чӗлхе пуянланса пырӗ. Апла-тӑк, «кумаляк» сӑмаха ҫӗнӗ пӗлтерӗш парсан вӑл чӗлхешӗн усӑллӑ кӑна пулӗ, кивелнӗ сӑмах ҫӗнӗ вӑй илсе паянхи чӗлхене кӗрсе кайӗ.
Сӑмах май, лавккари куҫарусен лайӑхлатнӑ тулли варианчӗсене «Тӑван чӗлхе культури» кӗнекере тупма пулать. Вӑл ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетленсе тухмалла. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |