Канаш тата Элӗк районӗсенче икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер пӗчченех кун кунланӑ. Ӑна ентешӗсем кӑрлачӑн 5-мӗшӗнченпех курман. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вара Элӗк районӗнчи Ехремкассинче хӑйӗн килӗ умӗнчех 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Сӑмах май, вӑл та пӗчченех пурӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма та, арҫынна та пусмӑрласа вӗлермен. Ахӑртнех, вӗсем иккӗшӗ те шӑнса вилнӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну кӑларӗҫ.