Ҫӗрпӳ кӗперӗ водительсемшӗн ҫеҫ мар, вӗсем турттаракан пассажирсемшӗн те чун ыратӑвӗ пулса тӑчӗ темелле пулӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ тесе ҫырнӑччӗ.
«Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ», — тенӗ май Софья Савнеш автор вӑл вӑхӑта ӗҫе вӗслесси пирки иккӗленӗвне пытарманччӗ, «Ҫӗрпӳ кӗперне чӑнах та туса пӗтерӗҫ-ши?» ят панӑччӗ вӑл хыпара.
Паян Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев Федерацин ҫул-йӗр агенстви юсав ӗҫне кӑҫал вӗҫлеме шантарнине палӑртнӑ.