Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Чӑваш Ен прокуратури професси уявне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Унта хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер «тивӗҫлӗ ӗҫлесе пынине асӑннӑ» тесе пӗлтерет регион пуҫлӑхӗн пресс-служби. «Влаҫ органӗсем прокуратурӑпа пӗрле алла-аллӑн тата тухӑҫлӑ ӗҫлени правӑпа ҫыхӑннӑ тӑнӑҫлӑха, экономика аталанӑвне, Чӑваш Республикинче пурӑнакансен пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне лайӑхлатассине тивӗҫтерме пулӑшасси пирки каламасӑрах паллӑ, нимӗнле иккӗленӳ те ҫуралмасть», — тенӗ иккен Элтепер.
Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский ӗҫтешӗсене тав тунӑ, професси уявпе саламланӑ, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗпе кӗскен паллаштарнӑ. Прокуратура саккунлӑха, право йӗркине ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
