Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗн 2017 ҫулхи ӗҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.01.2018 14:16 | 6610 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ темелле. Ку ӗҫе ахаль чухне ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑваттӑмӑр-ха та, ҫавах та кӑшт каярах тусан та пӑсмӗ тесе шутлатпӑр.

2017 ҫул малтанхинчен ҫӑмӑлрах пулчӗ. Укҫи-тенки енчен те, ытти тӗлӗшпе те. Енчен те унччен пирӗн сайта кунне 200-300 ҫын кӗретчӗ пулсан, 2017 ҫулта ҫак кӑтарту 300-500 ҫын таран хӑпарчӗ. Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр. Уйрӑм палӑртмалла — хыпарсене вулакансен йышӗ те самай ӳсрӗ. Енчен те 2016 ҫулта пӗр-пӗр хыпара 50-80 ҫын вулани питӗ пысӑк ҫитӗнӳччӗ пулсан, пӗлтӗр вара 300-500 таран вуланӑ хыпарсем те пулчӗҫ. Ку вӑл — сайт аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсем. Кӑҫал та ҫак ӳсӗме ҫухатас марччӗ тесе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр!

Пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан ҫитӗнӳ — хамӑр сайта МИХ (массӑллӑ информаци хатӗрӗ) пек регистрацилени. Паллах, ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн яваплӑх та ӳсрӗ, анчах усси ҫавах ытларах пулчӗ теме пулать. Пӗрремӗшӗнчен эпир ҫырусем ҫырса тӗрлӗ информаци ыйтса илме май илтӗмӗр. Ку тӗлӗшпе ҫулталӑк хушшинче 11 ҫыру ятӑмӑр, вӗсенчен пӗрине хуравсӑр хӑварчӗҫ. Ҫырусене эпир чӑвашла ҫыратпӑр (хутран-ситрен ҫеҫ вырӑсла), ҫавна май хамӑра тӗрлӗ тӳре-шарана чӑвашла та ӗҫлеме хӑнӑхтарса пыракансенчен пӗри теме пултаратпӑр.

Ҫавӑн пекех эпир иртнӗ ҫул хамӑра валли офис йӗркелесе пӑхрӑмӑр. Пичет ҫуртӗнчи 621 пӳлӗме йышӑнтӑмӑр. Усси пысӑкрах пуласса кӗтнӗччӗ те, анчах вӑл пӳлӗм кирли курӑнмарӗ те ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна хупрӑмӑр. Уйӑхне 4000 тенкӗ патнелле тӳлекен укҫа ҫавна май пушанчӗ темелле. Вӑл укҫана тепӗр корреспондент тытма яма шутлатпӑр.

2016 ҫулталӑк пирӗн статьясене йышлӑ вуланипе асра юлчӗ. Хӑшӗ-пӗрне 28 пин таран вуланӑччӗ. 2017 ҫулталӑк, шел те, ку тӗлӗшпе мухтанма пултараймасть, чи нумай вуланӑ статьян ку кӑтартӑвӗ 9,6 пин ҫеҫ. Пӗтӗмпе вара пирӗн сайт пӗлтӗр 226 статья вырнаҫтарнӑ. Йышӗ чакнӑ теме пулать те, анчах кунта ҫакна асӑрхамалла: хамӑр корреспондентсене эпир пӗлтӗр статьясем ҫыртарма пӑрахрӑмӑр. Сӑлтавӗ: лайӑх статья ҫырма тем тесен те хавал кирлӗ, унсӑрӑн вӑл вӑхӑта сая яни ҫеҫ пулать. Ҫавах та пирӗн статьясен актуаллӑхӗпе интереслӗхӗ чакмарӗ тесе калама пулать. Эсир мӗн шутлатӑр? Хӑвӑр шухӑшӑрсене комментарисенче пӗлтерсен аван пулӗччӗ. Эпир вӗсене шута илсе хамӑр ӗҫе лайӑхлатма тӑрӑшӑпӑр.

Конкурссемпе ӑмӑртусене асӑнас пулсан пӗлтӗр эпир пӗрре кӑна ирттертӗмӗр. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ятлӑскерне Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑмӑр. Хутшӑнакансем чылай пулнине кура вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать.

Ҫӗнӗ сайтсемпе вара пӗлтӗр ытлашши савӑнтараймарӑмӑр. Ҫавах та ҫӗнӗлӗхсем пулчӗҫ — чи малтанах хамӑр сайтра «онлайн» мелӗпе пӗлтермелли хыпар йӗркелерӗмӗр. Вӗсене халӑх йышлӑ пӑхни ку ӗҫ тӗрӗс пулни курӑнчӗ. Ҫавна май унашкаллисене тӑтӑшах хатӗрлеме тӑрӑшӑпӑр.

Ытти ӗҫсене илес пулсан вӗсем майӗпен шурӗҫ. Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьсемпе пуянланчӗ, орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗнче сӑмахсен йышӗ ӳсрӗ, ҫӗнӗ укҫа конверчӗсем кӑлартӑмӑр тата ытти те. Ҫавах та пӗтӗмлетнӗ май вӗсемпе сахалрах ӗҫлени пирки каласа хӑварас килет: тӑрӑшсан вӗсен ӳсӗмӗ тата та пысӑкрах пулӗччӗ. 2018 ҫулхи ӗҫе планланӑ май ҫакна шута илме тӑрӑшӑпӑр.

2017 ҫулта пире пулӑшакан кашни ҫынна пысӑк тав тӑватпӑр! Хыпарсем ярса паракансене те, ытти ӗҫсенче пулӑшакансене те. Эсир пулмасан сайтӑн паянхи ӳсӗмӗсем унашкал пысӑк пулмӗччӗҫ. Статьясем ҫырса, укҫа-тенкӗпе куҫарса (пурӗ 22 пин ытла пухӑнчӗ) тата ытти енӗпе пулӑшса эсир Чӑваш халӑх сайтне аталанма вӑй паратӑр. Пысӑк Тав сӑмахӗ сире!

Чӑваш халӑх сайчӗ малалла та аталантӑрччӗ! Ҫапла пултӑрччӗ!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ҫырусем, #МИХсем, #сайтсем, #пӗтӗмлетӳсем, #Ҫӗнӗ Ҫул, #Петӗр Хусанкай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4026.00.3509
2018.01.07 14:40
Agabazar
"Сӑмах, паллах, чӑвашла верси пирки. Вырӑсли тата акӑлчанлисем — вӗсене эпир чӑвашла версине пулӑшма кӑна хатӗрлесе, ҫавӑнпа та унта кӗрекенсене ытлашши сӑнамастпӑр."
---------------------------------------------------------------------

Ну, Микулай хăта, ну Аçтахар! Питĕ хытă савăнтартăн! Кун пек савăнса курманни чылай пулать!

Тĕрĕс, эсперенто-вырăс-акăлчансем пулăшу хатĕрĕсем çеç. Ку питĕ тĕрĕс стратеги.
Мускавран // 7968.5.3938
2018.01.07 20:51
Ҫаплах эсир тӗрлӗ статьясемпе хыпарсене ҫырса пире, вулакансене, савӑнтарсах тӑмалла пултӑр! Ку сайта кӗрсе вулакансен шучӗ ӳссех пытӑр!
Agabazar // 4026.00.3509
2018.01.08 00:21
Agabazar
,,анчах кунта ҫакна асӑрхамалла: хамӑр корреспондентсене эпир пӗлтӗр статьясем ҫыртарма пӑрахрӑмӑр,,


Тепĕр чухне "ирĕксĕрлесе" çыртарни те усăллă пулма пултарать. Элекçей Петровччă "Хыпар" редакторĕ чухне "публицист шухăшĕ" рубрика хута янă. Тен, вăл маларах та пулнă пуль. Çав рубрикăпа "Хыпар" журналисчĕсем черетпе унта темĕн пичетлетчĕç.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.08 11:37
Акапасар аташать пулсан та ыттисем ан аташăр. Вырăс тата акăлчан чĕльхи верси "пулăшма кăна "тени кĕске шухăш. Самоизоляци сенлĕ.
Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.08 18:07
Чăваш халăх сайчĕн çумĕнче вырăсла Чувашский народный сайт та кирлĕх! Чăвашла вĕрентмен чăвашсем те тĕрлĕ çĕрте нумай - Чăваш Енче те, Раççей Федерацийĕнче те, чикĕ леш енче те. Вĕсене те пирĕн Тĕп чăваш сайчĕн статьисем питĕ пĕлтерĕшлех!
Пирĕн сайт урлă эпир вырăсла та Чăваш идеологийĕне те тĕнче тăрăх саратпăрах! Урăх майсем Чăваш тĕнчере сахалтарах. Пирĕн чаплă чăваш сăвăçăн Валери Туркайăн лайăх сăвă пур - "Вырăсланнă чăвашсем": "Вырăсланнă чăвашсем ĕмĕлкĕсем пек хĕвĕшеççĕ ман тавра ăшçунтармăшсем... Çухатас килмест сире çухатас килмест". ("Шурă фарфăр чашăк". Шупашкар, 1994.)
Agabazar // 1542.36.3263
2018.01.09 18:39
Agabazar
"Ялтан // 9259.3.8429
2018-01-08 11:37
Акапасар аташать пулсан та ыттисем ан аташăр. Вырăс тата акăлчан чĕльхи верси "пулăшма кăна "тени кĕске шухăш. Самоизоляци сенлĕ."


===========================================
Аха-а-а-а....!
Плотникова хăйне тÿррĕн калама "хăрать" те, хайхи Акапасар çинелле сиксе ÿкнĕ! Тупăннă кунта акăлчан чĕлхин хÿтĕлевçи! Акăлчанла мĕн чухлан-ши ху, мăнтарăн?
Шет арăмупа та акăлчанла калаçан?


Кĕр, çыр акăлчанла чăваш халăх сайтне! Ма çырмастăн? Кам чарать?

Эсперантолла çырса пăх тата, вырăсла çыр! Калăпăр, "Флудильня" текеннине кĕрсе. Анчах та вăл темшĕн пуш-пушă ларать. Ахăртнех, вырăсла çырас текенсем пурте фашистла сайтсенче çÿреççĕ ĕнтĕ. Е апла мар-и?
Кĕр те çыр "флудильняна"! Акапасар сана чармасть, чарма та пултараймасть. Ăçтан кăна тупăнса тăраççĕ кунашкал сирнешкел юрăхсăрсем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем