Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 06.01.2018 18:33 | 7785 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

2018-мӗш ҫул — И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ.

 

И.Я.Яковлев 1848-мӗш ҫулта Кӑнна Кушкинче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн амӑшне Анастасия Макарова тенӗ.

Чӑвашла тепле каланӑ ӗнтӗ? Паллах мар. Эпир халлӗхе Наҫтук тейӗпӗр. Иван Яккӑльччӑ ҫав Наҫтукӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ темелле мар. Мӗншӗн тесен татах та пулнӑ. Аслӑраххисем ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: тата тепӗр Иван, Акулина (Кулине ?), татах тепӗр ывӑл (патриарх асаилевӗсенче ятне кӑтартман).

Хӑйпе пӗр тӑваннисене Иван Яккӑльччӑ яланах пӗлсе тӑнӑ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Унпа пӗр тӑваннисенчен пӗрне Иван Анастасин тесе чӗннӗ. Кӑнна Кушкинчех пурӑннӑ вӑл.

Паллӑ ӗнтӗ, хӑйӗн юлашки ҫулӗсене И.Я.Яковлев Мускавра, аслӑ ывӑлен килйышӗнче, пурӑнса ирттернӗ. 1928-1929-мӗш ҫулсенче ӑна пӑхма ятарлӑ ҫынна чӗнсе илнӗ. Унӑн ячӗ — А.А.Анастасин. Вӑл — патриархӑн тӑван пиччӗшӗн ывӑлӗ пулма кирлӗ. Ҫав ҫын, ватӑлнӑ Иван Яккӑльччӑна пӑхса пурӑннӑскер, хай хыҫҫӑн асаилӳсем хӑварнӑ. Асаннӑ ҫырав 1962-мӗш ҫулта "Чӑваш календарӗнче" пичетленсе те тухнӑ. Асаилӳсен оригиналӗ вара Чӑваш гуманитари институчӗн архивӗнче упранать (Отдел II. ед.хр. 627, л. 6. — Тӗплӗнрех ак ҫакӑнта пӗлӗр: Г.Н.Волков. Яков Гогебашвили и просвещение чуваш. Чебоксары, 1965).

Ыйту.

Асӑннӑ ҫын тата ак мӗнпе интереслӗ. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхӗн ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ пулни пирки каланӑ теҫҫӗ. Анчах та ҫав сӑмахсене эсир вӑл ҫырса хӑварнисем хушшинче тупаймӑр. Эппин ӑҫтан-ха вӗсем?

Хурав ҫакӑн пек: вӑл сӑмахсене, патриархран илтсе, хайхи А.А.Анастасин килес ӑрусем валли сыхласа хӑварнӑ.

Ҫак ҫырава Иван Яккӑльччӑн амӑшне тата унӑн пиччӗшӗсемпе аппӑшне асӑннинчен пуҫланӑччӗ. Ахӑртнех, кунта "сводные братья и сестра" текен йыш пирки калаҫмалла пулӗ. Мӗншӗн тесен хайхи ҫынсем пӗр ашшӗнчен пулнӑ темешкӗн май ҫук-тӑр. Тӗрлӗрен ухмахла "версисем" ан сарӑлччӑр тесен, ку тӗлӗшпе те уҫӑмлӑ сӑмах каласа хӑварасах пулать.

Несӗллӗх ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе калаҫса кайнӑ май, кунта И.Я.Яковлевӑн тӑван (биологилле) ашшӗ кам пулни енӗпе те ыйту тухса тӑмасӑр пултараймасть. Анчах та ку лаптӑкра та шанчӑклӑ хыпарсем пур. Чӑн малтанах И.Н.Юркин ҫырса хӑварнисене асӑнмалла. Татах та каярахпа асӑннӑ ыйтӑва Г.Ф.Юмарт хускатнӑ.

Халиччен И.Я.Яковлевӑн тӳрӗ тӑхӑмӗсем пирки пайтах калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах унпа горизонталлӗ е ҫӳлерех ҫыхӑнура тӑракансем пирки сӑмах тапратассинчен темшӗн-ҫке пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. "Чаплӑ" ҫынсемех ҫук тесе вӑтанкаласа тӑнӑ-ши? Анчах та мӗн усси леш "чаплисенчен", енчен те вӗсем чӑвашсемпе пит ҫыхӑнсах та кайман пулсан?

Ҫавӑн пек вӑл пурнӑҫ: ӗлӗкхи вӑхӑтсенче мӑшӑрланура мар ҫуралнӑ ачасен ашшӗ пирки те ялти ҫынсем витӗр пӗлсе тӑнӑ. Тӗрӗссипе хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах вӑл чылай чухне. Апла пулин те пӗли-пӗлми халлап ҫапма кирлӗ мар. Тен, килес вӑхӑтсенче генетикӑлла тӗпчевсем кунта пулӑшма пултарӗҫ. Анчах — генетиксем те ҫынсемех. Роботсем мар. Генетиксем те йӑнӑшма-улталанма е — каҫарӑр! — хӑйсем те пире ҫамӑллӑнах улталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кунта, ытти ҫӗрти пекех, мӗнпур ҫӑлкуҫсене шута илме тӑрӑшмалла.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ҫемьесем, #Тутарстан, #Кӑнна Кушки, #Иван Яковлев, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.06 19:46
Пирĕн паян Яковлев паянхи чăваш культурин ĕçченĕсем пирки,чăваш чĕльхин статусĕ пирки,чăваш чĕльхи чăваш ачисен вĕрентÿ стантартĕнче çукки пирки тата чăвашсен тÿре-шари пирки мĕн каланă пÿлĕчче тесе ыйту лартни кирлĕ. Мăнукне Михаил Ефремова та анлă калаçăва хутшăнтармалла. Яковлев çулĕ ятлă шоу кирлĕ мар ,ăнланни кирлĕрех пулмалла. Чăвашсем "крепостное право" ишĕличчен мĕнле пурăннине пĕльме "Рапорт жандармского полковника Маслова графу Бенкендорфу о положении инородцев в Казанской губернии "тенине танлаштарма ильсе кăтартмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем