«2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа килӗшӳллӗн паян Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнче «Н.Я. Бичурин» скульптура композицине уҫнӑ. Скульптура композицийӗ паллӑ ӑҫчахӑн кӗҫӗн тӑван ҫӗрӗ ҫинче, Типнер ялне кӗнӗ ҫӗртне вырнаҫнӑ. Композицин авторӗ — Сандр Пикл (Александр Алексеев).
Анатолий Князев малтан тухса сӑмах каларӗ. Хӑйен сӑмахӗнче вӑл кӗскен «2006-2010 ҫулсем хушшинче Шупашкар районӗнче туризма аталантарасси» тӗллевлӗ Программӑпа паллаштарчӗ. Районта халӗ 5 экскурси маршрутне хатӗрленӗ. Уйрӑмах «В глубине веков» маршрут лайӑх аталанни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл маршрут тӑрӑх Кӳкеҫри тата Ишекри «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» краеведени музейӗсене кӗрсе курма пулать. Анатолий Пантелеймонович Сандр Пикла пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ. Сӑмах май каласан ку унӑн районти виҫҫӗмӗш ӗҫӗ. Малтанхи иккӗшӗ Апаш культурипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вӑл тата икӗ ҫӗнӗ композици хатӗрлет (Пӑртас тата Ишек пасарӗ ҫинчен).
Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вадим Николаев, туризмпа сервис институчӗн директорӗ Александр Никитин, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Столяров тухса саламларӗҫ.
Шемшер шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Дарья Яхват Н.Я. Бичурина халалланӑ сӑвва вуланӑшӑн ӑна самай вӑлӑ алӑ ҫупрӗҫ.
Мероприятине пухӑннӑ кашнин ятӗнчен композици умне чечек хучӗҫ.