Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрремӗш хут

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.10.2011 11:25 | 1653 хут пӑхнӑ

Ҫӗпӗр чӑвашӗсем Чӳклеме ирттерни чӑннипех те Красноярск крайӗн наципе культура пурнӑҫӗнче историе кӗрсе юлмалли пулӑм. Мӗншӗн тесен чӑвашсен уявне регион шайӗнче уявлани кунта хальччен пулман. Ҫапах та йӗркелекенсене ҫак мероприятие мӗнле ирттересси мар, палӑртнӑ кунра ҫанталӑк мӗнле пуласси ытларах хумхантарнӑ, ара, Ҫӗпӗр кӗркуннинчен темӗн те кӗтме пулать-ҫке. Йӗпе-сапа ҫанталӑк мероприятие пӑсать ҫеҫ мар, унта хутшӑнакансен, курма пыракансен кӑмӑлне те хуҫать. Телее, ҫанталӑк уяр пулчӗ.

Красноярскран Назарово хулине уява автобуспа каяс текенсем ирхине ирех Мир тӳремне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта вӗсем йӑхташсемпе Вадим Антонов генералпа тата Чӑваш Енри Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор ушкӑнӗпе тӗл пулчӗҫ.

Палӑртнӑ кун кӑнтӑрла пултарулӑх ушкӑнӗсен артисчӗсем хӑнасемпе, куракансемпе алла-аллӑн тытӑнса вӑйӑ картине тӑрса юрӑ пуҫларӗҫ. Назарово хулин пуҫлӑхӗ Сергей Сетов, Назарово районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Крашенинников, крайри Кӗпӗрнаттӑр Аппарачӗн, Правительствин, Законодательство Пухӑвӗн официаллӑ ҫыннисем чӑвашсене, курма килнисене крайри пӗрремӗш чӑваш уявӗпе саламларӗҫ.

Уява Красноярск крайӗн нацисен Гражданла ассамблейин обществӑлла палатин председателӗ, регионти Чӑваш наципе культура автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов уҫрӗ. Халӑха ҫав кун 18 чӑваш, 4 вырӑс, украин халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсемпе казаксен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.

Нацисен апатне, кил-тӗрӗшне кӑтартрӗҫ, сувенирсем сутрӗҫ. Ачасене те манмарӗҫ, вӗсем валли вӑйӑ площадкисем хатӗрленӗччӗ, тӗрлӗ конкурссемпе ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Вӑтам шкулӑн вӗренекенӗсене (200 ача) тата курма килнӗ кашни ачана асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ. Уява кашни ҫын тенӗ пекех хутшӑнма пултарчӗ, вӗсем валли «Чи тутлӑ, чи хитре апат», «Чи пысӑк кукӑль», «Чи пӗчӗк вӗт кукӑль», «Чи тараватлӑ кил-тӗрӗш», «Чи тутлӑ сӑра вӗретекен» тата ытти конкурссем хатӗрлерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене спонсорсем лайӑх парнесемпе савӑнтарчӗҫ.

#уявсем, #Раҫҫейре, #Красноярск крайӗ, #Элӗк районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4158.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем