Чӑваш чӗлхи
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Коми Республикинчи тӗп управленийӗ гражданла оборона памяткисене коми чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хыпара «Контактра» халӑх тетелӗнче «За разноообразие языков в мире» (чӑв. Тӗнчери чӗлхесен нумай енлӗхӗшӗн) ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки ТАСС ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх ҫырнӑ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурне те пӗлме) сигнал пулсан мӗнле тытмаллине асӑрхаттарса ҫынсем валли ятарлӑ хутсем кӑларнӑ. Унта сывлӑш тревоги, хими тата радиаци хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан, шыв илес чух епле тытмаллине коми ҫыннисене коми чӗлхипе ӑнлантарнӑ. Пӗрремӗш тиража Сыктывкар хулинче валеҫсе тухнӑ. Коми Республикинче те, ытти наци регионӗнчи евӗрех, патшалӑх чӗлхисем иккӗ: вырӑс тата вырӑнти чӗлхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |