Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче тума пуҫланӑ ҫула Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗрӗсленӗ, ҫитменлӗхсем тупнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула вӑхӑтра тума пуҫламан. Кунсӑр пуҫне вӗсем ҫула ытлашши ҫӳллӗ сарнӑ, ҫавна май ҫынсен пӳрчӗсем ҫырмара тӑрса юлнӑ.
Ленин урамӗнчи ҫула юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ҫулӑн пӗр пайне ҫеҫ асфальт сарнӑ. Ытти вырӑнта вара ӗҫ халӗ те нумай, ҫавна май ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарать.
Халӑх фрончӗн хастарӗсене ҫул проекчӗ уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Ӑна 2 метр тӑршшӗ хӑпартнӑ. Ялсенчи ҫула вара ун пек тума юрамасть. Ҫул ҫӳллӗ пулнӑран хӑш-пӗр ҫынсен чӑрмавсем сиксе тухнӑ: выльӑха килтен кӑларма та йывӑр, утӑ тата вутӑ турттарса килме май ҫук. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем килес-тӗк ҫурт патне епле пырӗҫ?
Халӑх фрончӗн хастарӗсем айӑплисене явап тыттарасшӑн.