Шупашкарти сӗт-ҫу заводне модернизацилесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерессипе ӗҫлекен канашӑн паянхи ларӑвӗнче хускатнӑ.
Савут ертӳҫи Алексей Гирюк маларахри хуҫаран туяннӑ предприяти ҫав тери хавшак пулнине, ӑна ҫӗнӗрен реконструкцилемеллине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн инвестици хакӗ 356,8 млн танлашнине пӗлтернӗ. Объектӑн ҫивӗттине ҫӗнӗрен витнӗ. Пӑрлӑ шыв валли станци хута янӑ, котельнӑйне юсанӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче вӗсем халӑх валли 100 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме те тӗллев лартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пысӑк технологиллӗ хатӗрсем вырнаҫтарса производствӑн калӑпӑшне ӳстерме шут тытнӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов регионта сӗт-ҫу таварӗ ҫителӗклӗ пулнине палӑртнине, ытлашшине кашни ҫул ытти тӑрӑха вӑтамран 150 пин тонна ӑсатнине пӗлтернине республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.