Паян Чӑваш Енре право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗ иртнӗ.
Ларура ют ҫӗршывсенчи ҫынсем РФ гражданинӗ ята илмесӗрех саккунсӑр майпа ӗҫление тӗплӗн сӳтсе явнӑ, йӗрке тумалли мерӑсене тишкернӗ.
ЧР Шалти ӗҫсен министерствин миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Митрафанов кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 474 ҫынна учета илнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — Украинӑран, Узбекистанран, Таджикистанран, Арменирен, Азербайджанран, Туркменистанран, Молдовинчен.
Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусенчен пӗри – халӑх вырӑс чӗлхине пӗлменни тенӗ докладҫӑ.
Канашлура хальхи вӑхӑтра туса ирттермелли тата татса памалли ӗҫсене палӑртнӑ.