Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӗвӗ Пӑрачкав тӑрӑхӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 03.10.2011 15:35 | 1925 хут пӑхнӑ
Офицерсен президиумӗ
Офицерсен президиумӗ

Чӑвашран тухнӑ Мускаври офицерсен «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӗвӗнче тӑракансем час-часах республикӑри ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Тӗллевӗ — пултаруллӑ яш-кӗрӗме, хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарма палӑртакансене тӗрлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшасси. Хальхинче делегаци Пӑрачкав районӗнче пулчӗ.

Пухӑва ҫара кайма вӑхӑт ҫитнӗ яшсем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Афганистанри тата Чечняри вӑрҫӑ-хирӗҫӳсене хутшӑннисем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех патриот юхӑмӗн активисчӗсене, ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсене ыйхравланӑ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенчен кадетсем йышлӑн килнӗ. Пухӑва ҫар ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ҫар академийӗн кафедрин профессорӗ Иван Николаев полковник ертсе пычӗ. Пирваях вӑл офицерсен пӗрлешӗвӗ, унӑн тӗллевӗсемпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.

Ҫамрӑк патриотсем Раҫҫей паттӑрӗ Геннадий Ирейкин хӑйӗн пурнӑҫӗ, ҫар хӗсметӗнче пулса иртнӗ хӗрӳ самантсем ҫинчен каласа кӑтартнине тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Космос аппарачӗсемпе ӗҫленӗ аслӑ инженер, Чӑваш Енри профессиллӗ писательсен пӗрлешӗвӗнче тӑракан Геннадий Викторов подполковник шкул вулавӑшӗсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, тӗлпулӑва килнисене чӑваш паттӑр ывӑлӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисене парнелерӗ. Геннадий Ирейкин Раҫҫей паттӑрӗ ҫинчен кӑларнӑ кӗнекипе паллаштарчӗ.

Тӗлпулу йӑлана кӗнӗ йӗркепе республикӑри кадет класӗсен ӑмӑртӑвӗпе вӗҫленчӗ. Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма килнӗ ҫамрӑксем смотр-ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнӗ.

Кадетсем хушшинчи тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Вӗсен ҫар мухтавӗн паллӑ кунӗсене пӗлме, стройпа утма, ҫар юрри юрлама, Калашников автоматне хӑвӑрт салатса пуҫтарма, кире пуканне ҫӗклеме тата бал ташши ташлама тиврӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ Канаш районӗнчи Янкӑлч вӑтам шкулӗнчи кадет класӗ пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри вӑтам шкул кадечӗсем йышӑнчӗҫ. Виҫҫӗмӗш ― Муркаш лицейӗн кадет класӗ.

#Пӑрачкав районӗ, #тӗлпулусем, #Вӑрнар районӗ, #Нурӑс, #Канаш районӗ, #Янкӑлч

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем