Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинчен пациент ҫухалнӑ. Петр Григорьевич Никитин ҫав кун пульницӑран пирус туртма тухнӑ, анчах палатӑна каялла таврӑнман.
Тӑванӗсен шухӑшӗпе, арҫын пирус илме кайма пултарнӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫавӑн чухне ҫухалса кайнӑ. Петр Никитин 33 ҫулта, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнчен. Вӑл хулана пачах пӗлмест, пӗччен ҫӳреме хӑрать. Арҫын тӑванӗсене номерӗсене те пӑхмасӑр пӗлмест.
Арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Тӑванӗсем ӑна шыраса тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ӑна курсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-937-395-71-20. Полици ӑна шарама пуҫланӑ ӗнтӗ.