Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80 яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркелени саккунсӑр иккен, мӗншӗн тесен хула влаҫӗ пикет ирттерме ирӗк паман.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Навальныйӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умӗнче, Хӗрлӗ лапамра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Гэсстрой» патӗнче пикет ирттерме ирӗк ыйтнӑ, анчах ниҫта та йӗркелеме май паман. Ҫакна кура штаб хастарӗсем пикета халӑх пухӑвӗ евӗр ирттерме йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла: Алексей Навальныя хӳтӗлесе Шупашкарта виҫҫӗмӗш хут ҫакнашкал акци ирттернӗ. Ӑна шанса тухнӑ ҫынсене пакунлисем Хӗрлӗ лапамран та, Ехрем купса бульварӗнчен те хӑваласа янӑ. Вара вӗсем Республика лапамне хӑпарнӑ. Никама та айӑпламан, Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн координаторне Семен Кочкина ҫеҫ паянхи куна полицие чӗннӗ. Ытти хуласенче ҫынсене куншӑн тытса та чарнӑ. ОВД-Инфо хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 26 хулара 290 ҫынна тытса хупнӑ. Алексей Навальный хӑй те халӗ решетке хыҫӗнче, ӑна юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чулхулари акци умӗн 20 талӑклӑха тытса чарнӑ.