Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта халиччен пулман лаборатори уҫнӑ. Вӑл — ДНК анализӗ тума май параканскер. Халиччен пирӗн республикӑра ун пекки пулман. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствинче уҫнӑ.
Лабораторине ӗҫлеттерсе янӑ май хӗрлӗ хӑю касма тӗрлӗ шайри пысӑк пуҫлӑхсем пуҫтарӑннӑ. Пакунлисем кӑна мар, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта пулнӑ.
Экспертпа криминалистика центрӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев полковник лабораторин тӗллевӗпе паллаштарнӑ.
ДНК-лабораторире тӑвакан анализ преступниксене, ҫав шутра пусмӑрҫӑсене те, палӑртма май парӗ. Шалти ӗҫсен министерствинче Шупашкарта кун пек лаборатори ӗҫленине кура ют хулана (пирӗннисем ДНК-анализа Хусанта тутарнӑ) илсе ҫӳресе вӑхӑт иртмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ.