Апат-ҫимӗҫ
![]() «Чӑваш Енре туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе тутан» - ҫакнашкал ятпа республикӑра гастрономи турӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртмалла: кунашкаллине пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Мероприятие ЧР Культура тата Экономика аталанӑвӗн министерствисем йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ тура республикӑри туроператор элчисем хутшӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Енри наци апачӗпе, культурипе паллаштарас, регионти туроператорсемпе рестараторсен хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелес тӗллевпе ирттернӗ. Шупашкарти ҫичӗ апатлану организацийӗ кулинари енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Мероприятие хутшӑнакансем наци ӗҫми-ҫимине тутанса курнӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |