Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Чӑваш Енре сысна шучӗ палӑрмаллах чакнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 15.09.2017 11:58 | 1704 хут пӑхнӑ
Статистика

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче 74 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп туса илнӗ. Ку кӑтартӑва Чӑвашстат чӗрӗ выҫепе илсе кӑтартнӑ. Анчах, тӳрех палӑртмалла, кӑтарту, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, самай пӗчӗкленнӗ: 2,3 процент таранах. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 0,1, сысна — 16,3, сурӑхсемпе качакасем 0,7 процент чакнӑ. Сысна шучӗ чакни Пӑрачкав районӗнче Африка мурне тупса палӑртнипе ҫыханнӑ-тӑр.

Апла пулин те ырӑ улшӑнусем те пур. Сӑмахран, кӑҫалхи пирвайхи сакӑр уйӑхра республикӑри мӗн пур хуҫалӑхра 309,6 пин тонна сӗт туса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,7 процент нумайрах. Ҫавӑн пекех чӑх ҫӑмарти туса илесси 8,3 процент ӳснӗ, пӗтӗмпе 181,9 миллион ҫӑмарта илнӗ. Чӑх-чӗп шучӗ 32,2 процент чухлӗ ӳснӗ.

#Пӑрачкав районӗ, #выльӑх-чӗрлӗх, #статистика, #Африка мурӗ, #сӗт, #ҫӑмарта

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер Акташ // 8921.3.0941
2017.09.15 22:50
Сыснасем - таса мар чӗрчунсем. Вӗсем - чирӗсене ерекенсем.
Витесенче, кил картисенче весенчен тасамарлӑх.
Сыснасене ерчетме кирле мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем