Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элтепӗр вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.09.2011 17:04 | 1935 хут пӑхнӑ
Йӑлӑм енчи вӑрман
Йӑлӑм енчи вӑрман

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 

Вӑрман — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Ӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварас тӗллев ӑсчахсене, экологсене, историксене, хамӑрӑн ҫутҫанталӑка, унӑн илемне тивӗҫлипе хаклакан мӗн пур ҫынна пӗрлештерет. Вӑрман пурлӑхӗпе тирпейлӗ усӑ курасси, ӑна пуянлатасси — профессионалсен кӑна мар, Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫын тивӗҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен вӑрманҫисем пушарсене, типӗ ҫанталӑка пула сиенленнӗ вӑрмансене чӗртессипе вӑй хураҫҫӗ, ҫак ӗҫе 685 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Мӗн пур шайри бюджетсенчен вӑрман хуҫалӑхне тӗревлеме сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал кӑна ҫак сферӑна аталантармашкӑн 256 млн тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ, ҫакӑ 2010 ҫулхинчен икӗ хут пысӑкрах. Вӑрман пушар службине йӗркеленӗ. Паян ӑна пушарсемпе кӗрешмелли ятарлӑ ҫӗнӗ техникӑпа, оборудованипе тивӗҫтернӗ, ун ҫумӗнче талӑкӗпех диспетчер пункчӗ ӗҫлет, вӑрмансене авиаци пулӑшнипе тата ҫӗр ҫинчи патруль сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Умра татса паман ыйту нумай-ха. Ҫуннӑ вӑрмансене тасатмалла, ҫӗр хатӗрлесе йывӑҫсем лартмалла. Республикӑра пурӑнакансем ҫуннӑ вӑрмансене ниме мелӗпе усӑ курса чӗртме пуҫларӗҫ те ӗнтӗ.

Кӑтартуллӑ ӗҫшӗн пурне те тав тӑватӑп. Пушар хуралӗн ӗҫченӗсем, оперативлӑ службӑсем, ҫак ӗҫе хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑннисем уйрӑммӑн тав сӑмахӗсене тивӗҫ, вӗсен харсӑрлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ, пулӑшӑвӗ пӗлтӗрхи пушарсен вӑхӑтӗнче поселоксене, вӑрман фончӗн пысӑк пайне упраса хӑварма тата, чи кирли, ҫынсем вилесрен сыхланма май пачӗҫ. Чӑваш Ен вӑрманӗ малашне те пире кӑна мар, пирӗн ачасемпе мӑнуксене те хӑйсен пуянлӑхӗпе тата илемӗпе савӑнтарасси пирки иккӗленместӗп. «Симӗс пуянлӑх» управҫисене ҫирӗп сывлӑх, малашлӑха шанма, ырӑ пуҫарусенче ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ М. Игнатьев.

#саламсем, #уявсем, #вӑрмансем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем