Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ.
Чи малтан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнине тӗрӗслес тӗллевпе Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула ҫитнӗ. Шкула кӑҫал пурӗ 240 ача килӗ. Районта шкул чи лайӑххисен шутӗнче, вӗренме пур услови те ҫителӗклӗ. Шыв кӗртнӗ, хутса ӑшӑтмалли системӑсем аванах ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ автобус 18 ялти вӗренекене шкула илсе ҫитерет. Пур ачана та вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Шкулӑн хушма хуҫалӑх та пур — унта туса илнӗ пахча-ҫимӗҫпе хӑйсен столовӑйӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫи Галина Архипова шкул пурнӑҫӗпе хӑнасене тӗплӗн паллаштарчӗ — ачасен олимпиадӑсенчи, спортри ҫитӗнӗвӗсем пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Шкулта 18 вӗренмелли пӳлӗм. Михаил Игнатьев компьютер класӗнче пулчӗ, ачасем тӗнче уҫлӑхӗпе епле усӑ курма пултарнипе кӑсӑкланчӗ. Шкулти вулавӑшра та ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗ хатӗрленнӗ — кӗнекесем, хушма литература ҫителӗклӗ илсе ҫитернӗ.
Шкулпа паллашнӑ хыҫҫӑн Элтепӗр Вӑрмарти райцентӑрта механика заводне кӗнӗ. Темиҫе ҫул каялла завод арканса каясси патнех ҫитнӗ пулнӑ. 2007 ҫулта район администрацийӗ укҫа-тенкӗ хывма хатӗр ҫынсене тупнӑ. Предприяти ертӳҫи Олег Венедиктов завода ҫӗнетме май килни ҫинчен пӗлтернӗ. Предприятие хутса ӑшӑтма газ кӗртнӗ, пӗтӗм хатӗрсене ҫӗнетсе вырнаҫтарнӑ. Паян предприяти ӗҫӗпе пурте кӑмӑллӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Михаил Игнатьев хастар та мал ӗмӗтлӗ ҫынсене ӗҫре ӑнӑҫусем, предприятие малалла та ҫакӑн пек тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыма вӑй-хал сунчӗ.
Тепӗр чарӑну — «ОВАС» кӗпе тум-тир ҫӗлекен фабрикӑра пулчӗ. Компанийӗн учредителӗ Олег Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире туса кӑларакан таварсен сертификачӗсем пурте йӗркеллӗ, кунта 106 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май тупнӑ. Ӗҫ укҫи те япӑхах мар, вӑтамран кунта 15 пине яхӑн илеҫҫӗ. Олег Смирнов ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлекенсен шутне 400 яхӑн, ӗҫ укҫине татах та ӳстерме пулӑртнӑ пирки те каларӗ.
Районти тӗп пульницана ҫитсе Чӑваш Ен Элтепӗре тухтӑрсемпе, унта пынӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Сывалма килнӗ ҫынсем медицина ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе кӑмӑллӑ пулни ҫинчен пӗлтернӗ.