Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сывлӑх сыхлавӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе кашни ҫын усӑ курма тивӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.08.2011 18:10 | 1777 хут пӑхнӑ

Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси.

Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулин ача-пӑча пульницинче, Улатӑр районӗнче ачасем ҫураттармалли ҫуртсенче тӗпрен ҫӗнетсе юсамалли ӗҫсем те юлса пыраҫҫӗ».

Канашлура сывлӑх сыхлавӗнче ӑстасем ҫитменине палӑртнӑ. Медицина ӗҫченӗсен укҫа ӳсмеллине пӗлтернӗ. Президент ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев кун йышши канашлусене малалла та кашни уйӑхрах ирттерме палӑртнӑ, медицина ӗҫченӗсен професси шайне ӳстерсе пыма сӗннӗ. Учрежденисенчи юсав ӗҫӗсене вара кашни уйӑхрах ҫирӗп тӗрӗслесси пирки асӑрхаттарсах каланӑ.

#медицина, #сывлӑх сыхлавӗ, #Чӑваш Ен, #Муркаш районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗмӗрле

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем