Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫумӗнчи вӑрманта, Хырла юханшывне пӳлсе мӑн плотина тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ пысӑк — 420 гектар. Управра 15,7 миллион кубла метр шыв пуҫтарӑннӑ. Тӗп дамба тӑршшӗ икӗ ҫухрӑм. Строительсен «штабӗн» ертӳҫи Камиль Салихов тӗп инженер пӗлтернӗ тӑрӑх — федерацин Атӑлҫи округӗнче этем аллипе тунӑ ҫакнашкал объект (ӗҫмелли шыв пухмалли) хальлӗхе урӑх ҫук.
Республикӑри тата Раҫҫейри «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн ҫакӑнти шывпа республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи тата Каҫал енӗн пӗр пайӗнчи ялсене тивӗҫтерме тытӑнмалла — пурӗ 84 ял. Сӑлтавӗ паллӑ: халӗ пусӑсенчен тата артезиан шӑтӑкӗсенчен илекен шыв санитари нормисене пӗрре те тивӗҫтермест. Уйрӑммӑн илсен таврари ҫӑлсенче тимӗр тата бор виҫисем виҫӗ хут пысӑк. Акӑ мӗншӗн эпир вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланатпӑр!
Управӑн никӗсне 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хывма пикеннӗ. Виҫӗм ҫул вара ҫулталӑк вӗҫӗнче гидроузела патшалӑх комиссийӗ хута яма йышӑннӑ. Анчах ҫакӑ пӗтӗм ӗҫ-пуҫ вӗҫленнине пӗлтермест-ха — ҫурри кӑна темелле. Пӗвен айлӑм пайӗнче шыва тасатакан хӑватлӑ сооруженисем туса лартмалла. Халӗ кунта Шупашкарти «Старко» компани строителӗсем хӗрсех пулас ҫурт-йӗрпе резервуарсене ҫӗклеҫҫӗ. Республика бюджетӗнчен кӑҫал ун валли 153 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.