Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 73% шкул хатӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 05.08.2011 21:33 | 2011 хут пӑхнӑ
Шкулти пӗрремеш шӑнкӑрав
Шкулти пӗрремеш шӑнкӑрав

Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.

Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.

Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул. Професилле паракан учрежденисем пурӗ 54: 17 пуҫламӑш, 27 вӑтам, 26 аслӑ пӗлӳ паракансем. Хушма пӗлӳ паракан учрежденисем шучӗ — 61. Ялти шкулсем пурӗ 378, хуларисем — 123. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрах 2011-12 вӗренӳ ҫулӗнче пӗрремӗш класа пурӗ 12,3 ача кайӗ.

#вӗренӳ, #Елчӗк районӗ, #Етӗрне районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем