Утӑн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев республикӑри тата ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк журналистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Палӑртнӑ куна хатӗрленсе ҫамрӑксем Президента хӑйсене куллен кӑсӑклантаракан ыйтусем пама хатӗрленнӗ. Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи кӳлӗ хӗррине савӑнӑҫлӑ уяв каҫне пухӑннӑ яшсемпе хӗрсем пӗр саманта та ҫухатмасӑр Михаил Игнатьевран «ҫавра сӗтел» хушшинче республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ.
Кун йышши тӗлпулусене Чӑваш Ен Президенчӗ час–часах тухма тӑрӑшать. Ахальтен мар пулӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те ҫамрӑксене шанмалла, ӗненмелле тесе палӑртнӑ. Паян пулас ӑру пурнӑҫ ҫине таса куҫпа пӑхни савӑнтарать.
Тутар Республикинче чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫатӑн редакторне Константин Малышева паянхи пурнӑҫра глобализаци вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту пӑшӑрхантарнӑ. Михаил Игнатьев нимӗн иккеленмесӗрех темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн сирӗнпе хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Чӑвашсен культурине, йӑла-йӗркине сыхласа хӑвармалла тесе палӑртнӑ республика пуҫлӑхӗ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май мал ӗмӗтлӗ журналистсене Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ.