Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑранипе сивӗтмӗшре ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем каланӑ тӑрӑх, ӑна унта хӑйсен ялӗнче пурӑнакан тепӗр арҫын, хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер, чиксе хунӑ. Аслинчен шар курнӑ 25-ри арҫын сивӗтмӗшре темиҫе минут ларнӑ, мӗншӗн тесен тухма вӑл шикленнӗ.
Икӗ арҫын пӗрле эрех ӗҫнӗ чух малтанхи кун хирӗҫсе кайни. Асли кӗҫӗннине хытах кӳреннӗ курӑнать — тепӗр кунне вӑл алӑка ватсах пырса кӗнӗ. Пӳрте кӗрсен чӗнмен хӑна 25-ри арҫынна питӗнчен чышкӑпа янклаттарса янӑ, унтан сивӗтмӗше чиксе хунӑ.
Пуҫтахланнӑ этеме ют киле ирӗксӗр пырса кӗнишӗн суд ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Сивӗтмӗшре ларма тата пӗрре чышкӑ тутанма тивни судлашас темен курӑнать.