Шупашкар экологи тӗлӗшӗнчен чи таса регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн хула ТОП-10 списока лекнӗ.
Танлаштарӑма Domofond.ru специалисчӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем 100 пысӑк хулара пурӑнакан ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта 258 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. «Манӑн районта ешӗллӗх нумай тата сывлӑш таса» предложение 10 балпа хаклама ыйтнӑ. Шупашкарта ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар хули 7,3 балл пухнӑ. Ҫапла майпа вӑл танлаштарӑмра пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи малти 5 вырӑна Сочи, Армавир, Севастополь, Ставрополь хулисем те кӗнӗ. Братск, Новокузнецк, Чӗлепи, Волгоград тата Махачкала чи юлашки йӗркесене лекнӗ.