Муркаш районӗнче Ҫамрӑксен кунне хӑйне евӗрлӗ паллӑ тунӑ. Кун пирки Муркаш район администрацийӗн порталӗнче пӗлтернӗ.
Муркашсем Ҫамрӑксен кунне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Унта темиҫе интерактивлӑ лапам ӗҫленӗ: ачасем, арҫынсем тата хӗрарӑмсем валли. Хӗрсем туй кӗпипе тухни уйрӑмах асра юлнӑ.
Кӗпесене Муркашри туй кӗпи салонӗ панӑ. Хӗрсем лапама 1951 ҫулта кӑларнӑ «Москвичпа» ҫитнӗ. Ку машина Эдуард Терентьевӑн.
Муркаш хӗрӗсем куракансене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Ара, унашкал чиперккесене, туй кӗпи тӑхӑннӑскерсене, ӑҫта курма май пултӑр тата?