Хастар ҫынсем ялта пулсан яланах пурнӑҫ ҫӑмӑлрах. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшаймасть пулсан та унашкаллисем йывӑрлӑхсене сирме пулӑшайраҫҫӗ.
Ак, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫӗнӗ Кукашни ялнех илес. Ҫул ҫук, ял халӑхӗ кунта тӗпрен илсен ҫуллахи вӑхӑтра кӑна пурӑнать. Яла хытӑ асфальт ҫул ҫитет пулин те урамсенче ҫук вӑл. Ҫумӑр ҫусан, кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан ҫӑрӑлса тухас ҫук. Газ кӗртмен — вутӑ-шанкӑ илсе килме те йывӑр ун чухне. Васкавлӑ пулӑшу машини те кил таран ҫитеймест.
Ҫакӑн пек лару-тӑру ял халахне килӗшмен — вӗсем урамри лакӑмсене чулсемпе питӗрес тесе шутланӑ. Хӑйсемех ӗнтӗ, патшалӑхӑн ун пек «пӗчӗк ыйтусем» валли укҫа-тенкӗ ҫук. Кукашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Юрьевна Емельянова укҫа-тенкӗпе пулӑшакана тупнӑ хыҫҫӑн (Владимир Иннокентьевич Николаев, «Теплоэнерго» ТМЯО директорӗ) ял халӑхӗ нимелле урамри ҫулсене такӑрлатса тухрӗҫ. Владислав Дубов вак чула хӑйӗн тракторӗпе турттарчӗ, ял халӑхӗ ҫула тикӗслерӗ.
Маттурсем, кашни ялта вӗсем пек хастаррӑн ӗҫлесен ял нихӑҫан та пӗтмӗ, аталансах пырӗ.