Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чунҫӳреве кӑҫал утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 22.06.2017 20:48 | 893 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Купрат хан
Купрат хан

Кӑҫалхипе 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев ҫула утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухӗ. Вӑл хӑйӗн ҫулне Шупашкарта пуҫлӗ те инҫетри Туркестан таранах ҫитӗ. Каялла, Шупашкара, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитесшӗн.

Тӗплӗрех маршручӗ вара ҫакнашкал: Шупашкар — Чӗмпӗр — Ҫирӗклӗ Тук (Верхнеигнашкино) — Ӗренпур — Актӳпе (Актюбинск) — Аральск — Хӗрлӗ Урта (Кызыл Орда) — Туркестан — Чимкент — Мӑн Пулак — Шупашкар. Чунҫӳревҫӗсем яланхи пекех концертсем лартӗҫ, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курӗҫ. Чи малтанхи чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулӗ. Кунта вӗсем концерт та лартӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт Туркестанра пулӗ. Кӑҫалхи Чунҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Купрат хана асӑнса лартнӑ барьельеф патне ҫитсе пуҫ таясси. Унта ҫулҫӳреве тухнисем вӑйӑ карти те тӑвасшӑн.

Чунҫӳреве тухма кӑмӑл пур пулсан 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр. Хакӗ: аслисемшӗн 10 пин тенкӗ, шкул ачисемпе студентсемшӗн — 5 пин тенкӗ.

#Чунҫӳрев, #Чӗмпӗр, #Ҫирӗклӗ Тук, #Ӗренпур, #ҫулҫӳревсем, #Актӳпе, #Аральск, #Хӗрлӗ Урта, #Туркестан, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вырӑс Улхаш ачисем Чӗмпӗрте пулнӑ
2016, 11, 07
Амӑш арчи кӑсӑклантарнӑран чӑваш пукани патне туртӑннӑ
2016, 12, 27
Чӗмпӗрте Николай Кондрашкин куравӗ уҫӑлнӑ
2017, 02, 21
Тулай чӑвашсем чӑваш хаҫат-журналне вулаҫҫӗ
2017, 05, 16
Чӑваш Енри делегаци Иркутск тӑрӑхне тухса кайнӑ
2017, 05, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org