Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ — Ольга Чепрасова

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 31.05.2017 16:50 | 1653 хут пӑхнӑ
Политика
Ольга Чепрасова
Ольга Чепрасова

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта Ольга Чепрасовӑна Ҫӗнӗ Шупашкарӑн пуҫлӑхӗ пулма шанса панӑ.

Хула пуҫлӑхне конкурс комиссийӗ паян суйланӑ. Вӑл вырӑна йышӑнас тесе пурӗ 6 ҫын хӑйсен заявкисене тӑратнӑ пулнӑ. Конкурс комиссийӗ вара вӗсенчен Ольга Чепрасовӑна суйланӑ. Каласа хӑварас пулать, Игорь Калиниченко хӑйӗн ӗҫ вырӑнне пӑрахса кайсан хула пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене шӑп Ольга Викторовнӑна шанса панӑччӗ.

Ольга Чепрасова аслӑ пӗлӗве Мускав коопераци институтӗнче 1992 ҫулта илнӗ. 1996 ҫулта тепӗр аслӑ пӗлӳ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. 1992 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарти хула администрацинче вӑй хунӑ, экономист ӗҫне туса пынӑ. 2001 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин финанс министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн тӗп бухгалтерӗн вырӑнне йышӑннӑ. Кунта вӑл 2007 ҫул таран ӗҫленӗ. 2007 ҫулта вӑл каллех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацинче тӑрӑшма пуҫланӑ, тӗрлӗ пайсенче заведующий, пуҫлӑх ҫумӗ, начальник пулнӑ. 2012–2014 ҫулсенче Шупашкар хулин Калинин районӗн администрацинче ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экономикӑпа финанс администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Игорь Калиниченко кайсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #комиссисем, #депутатсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/Default.aspx?gov_id=82
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем